--В день рождения Михаила Сеспеля (125 лет со дня рождения) активисты школьного историко-краеведческого музея посетили музей Михаила Сеспеля в Чебоксарах.
ÇЕÇПĔЛ Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Çӗрпӳ уесӗнчи Касаккассинче (халь Канаш районӗнчи ҫеҫпӗл ялӗ) ҫуралнӑ.
Паян вӑл ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ.
Шупашкара Ҫеҫпӗл Мишши скверне шкул ачисемпе пухӑнтӑмӑр. Поэтӑмӑрӑн палӑкӗ умне чечек хутӑмӑр. Кайран Атӑл хӗрринчи Ҫеҫпӗл музейне ҫул тытрӑмӑр.
Çеҫпӗл Мишши – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӗнче литературин классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме, чӑрмавсене ҫӗнтерсе мал енне талпӑнма хистеҫҫӗ .