Чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттерни

Чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттерни

              

    Ака уйăхĕн 18- 25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Чăваш енĕн паллă çыннисемпе паллаштарас, тăван чĕлхене юратма вĕрентес, ун илемĕпе пуянлăхне сăнама хăнăхтарас, тăван чĕлхепе пурнăçра усă курма хăнăхтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. 

    Эрнен пĕрремĕш кунĕ мероприятисене хатĕрленмелли кун пулчĕ.  5-7 классенче вĕренекенсем „И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ“ кинофильм курчĕç.   Фильма пăхни куракансемшĕн усăллă пулнине палăртмалла, вĕрнекенсен шухăшлавне аталантарма,  тавракурăмне анлăлатма , чăваш чĕлхи пĕлтерĕшне ăнкарса илме тата тăван чĕлхене вĕренес туртăма  ÿстерме пулăшать.

     Иккĕмĕш кун „Чăваш йăваш чĕлхийĕ“ сăвă вулакансен конкурсне (Муркаш районĕн тĕп библиотеки ) Хусанкайăн„Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ“ сăвввипе Андреева Александра (9 класс) хутшăнчĕ.

     Виççĕмĕш кун  „Чăваш юмахĕсен асамлă тĕнчи“ ÿкерчĕксен конкурсĕнче (Муркаш районĕн тĕп библиотеки ) Мясникова Ульяна (6 кл), Ершова Евгения (3 кл), Ильина Анастасия (3 кл)  çĕнтерÿçĕ тата призер ята тивĕçнĕ.

     Тăваттăмĕш кун  И.Я.Яковлев калавĕсем“ ÿкерчĕксен конкурсĕ  1-4 класра вĕренекенсем хушшинче иртрĕ.   7-9 классенче вĕренекенсем хушшинче  „Чăвашсен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем“ онлайн-викторина иртрĕ. 

     Пиллĕкмĕш кун 8-9 -мĕш классенче  вĕренекенсем Чăваш енри паллă ентешсен çулталăкне халалласа хатĕрленĕ «Чăваш поэчĕсем тата вĕсен хушма ячĕсем»  онлайн-викторинăна пулчĕ.

     Вĕрентекенсем „ Выдающиеся люди Чувашии“ республика диктантне хутшăнма кăмăл турĕç. Палăртнă вăхăт хушшинче 30 ыйту çине хурав памалла пулчĕ. Диктант тĕллевĕ –Чăваш Республикин историне , Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси.

       7-9-мĕш  классенче  вĕренекенсем „Язык – живая душа народа“ онлайн-викторина ыйтăвĕсене хуравларĕс.

      Кашни çулах  вĕренекенсемпе вĕрентекенсем  „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ” акцие хутшăнаççĕ. Кăçал вăл ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртрĕ. Диктант çыракансем 21-ен пулчĕç. Вĕсенчен  9  -  „5” паллă илчĕç.

     Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалланă регионсем шайĕнчи „Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ“ викторинăна  ( Чăваш наци конгресĕ) 8- мĕш класра вĕренекен Трофимова Камилла хутшанчĕ.

       „Ялан янра, чăваш чĕлхи!“ республика шайĕнче иртекен вулакансен фестивальне Петĕр Хусанкайăн„Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ“ сăвввипе Андреева Александра (9 класс), Любовь Федорован „Тăван чĕлхем“ сăвввипе Ильина Анастасия ( 3кл), Александр Савельев-Сасăн „Эрне“ сăвввипе Ижеева Нелли (4 кл)  хутшăннă. 

     Чăваш чĕлхипе литература эрни интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Ачасем  хушшинче тăван чĕлхепе интересленекенсем пурри  савăнтарать.

  




 

Фотогалерея