Апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр.Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн. Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Анна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕвăл . « Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.